Понедельник, 14 сентября, 2026
Главная > Публикации > Чылай çĕннине пĕлеççĕ

Чылай çĕннине пĕлеççĕ


Чăваш наци музейне йĕркеленĕренпе кăçалхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче 105 çул çитнĕ.
Юлашки пилĕк çулта унта чылай ĕç пурнăçларнă. Сăмахран, çак тапхăрта çĕнĕ икĕ музей уçнă. Пĕри – Куславкка тăрăхĕнчи Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланăскер, тепри – Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ.
Вĕсем Чăваш наци музейĕн пайĕсем шутланаççĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăвармалла. Ăна пула ытти регионра пурăнакансем Чăваш Ен пирки чылай çĕннине пĕлеççĕ. Шупашкара килекен хăнасем те асăннă музее кĕмесĕр каймаççĕ. Картта çинче тӳрех хăйсен регионне шыраççĕ. Ăна иртнĕ çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче уçнă. Унтанпа музейпе 40 пин ытла çын паллашнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *