Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Иркутскри мӑшӑрлану керменӗнче 80 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Жигаловӑри София Бузикова тата Денис Шевченко унта чӑваш наци тумӗпе килнӗ.
Вӗсем чӑваш туйӗ мӗнле иртнине кӑтартнӑ. Хӗрӗн амӑшӗ Лилия Бабокина каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем пӗрлешме шутласан туя мӗнле тӑвасси пирки иккӗленӳ пулман – чӑваш наци тумӗпе кӑна. Мӑшӑрлану керменне тӑванӗсем те чӑваш тумӗпе килнӗ.
Официаллӑ пай хыҫҫӑн вӗсем чӑваш туйӗнчи йӑла-йӗркене кӑтартнӑ.

