Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Çар çыннисен амăшĕсене çывхарса килекен уявпа саламланă

Çар çыннисен амăшĕсене çывхарса килекен уявпа саламланă


Чăваш Енре «Паттăрсен амăшĕсене чечексем» Пĕтĕм Раççейри акци старт илнĕ. Вăл «Единая Россиян хĕрарăмсен юхăмĕ» тата «Çирĕп çемье» парти проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать.
Çак пĕлтерĕшлĕ пуçарăва ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта çар тивĕçне пурнăçлакан ывăлсен амăшĕсене тимлĕх уйăрма йĕркелесе янă. Чăваш Ен Правительстви «Единая Россия» партипе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен çемйисене пулăшас енĕпе 50 ытла мерă пурнăçлать. Çав шут-ри 30-тан ытларахăшне регион пуçарăвĕпе пурнăçа кĕртсе пырать.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Мартăн 8-мĕшĕ çывхарнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çар çыннисен амăшĕсене çирĕп кăмăл-туйăмлă пулнишĕн тав тунă. Ăшă тĕлпулу Раççе-йĕн тĕрленĕ карттин музейĕнче иртнĕ.
Паттăрсен амăшĕсене «Единая Россиян хĕрарăмсен юхăмĕ» проектăн регионти общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова та саламланă. Хĕрарăмсене çĕршыва юрăхлă чăн-чăн арçынсем çитĕн-тернĕшĕн тав тунă. Салтаксем çывăх çыннисен тимлĕхне туйса тăнине палăртса хăварнă.
Тĕлпулăва хутшăннă паттăрсен амăшĕсем пĕр-пĕринпе чунĕ- сене уçса калаçма пултарнă, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе-явнă, хăйсен тĕлĕшпе уйăракан пысăк тимлĕ-хе туйса илнĕ. Çав кун вĕсем валли Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕнче экскурси йĕркеленĕ, Раççей халăхĕсен пуян культури çинчен каласа кăтартнă. Кайран хаклă хĕрарăмсем Федор Павловăн «Ялта» пьеси тăрăх лартнă спектакль кайса курнă.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *