Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ

Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ


Чӑваш Ен спортсменки, пӑр ҫинче эрешлесе ярӑнакан Камилла Нелюбова Раҫҫей Гран-при финалӗнче «пӑхӑр» медаль ҫӗнсе илнӗ.
Камилла Шупашкарти Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл ӑмӑртура тӳресене кӑткӑс программӑпа тӗлӗнтернӗ: тӳрех икӗ хутчен виҫҫӗллӗ аксель тунӑ. Ку пӑр ҫинче пӗччен ярӑнакан хӗрарӑмсемшӗн йывӑр хусканусенчен пӗри шутланать.
Ҫапла пирӗн ентеш 210,67 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Экспертсем акӑ мӗн палӑртаҫҫӗ: «Олимп таблици» ҫине куҫарас пулсан ку 8-мӗш вырӑнпа тан.
Камиллӑна пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та саламланӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *