Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Вӑтам шалу ӳснӗ

Вӑтам шалу ӳснӗ


Чӑваш Республикинчи вӑтам ӗҫ укҫи 90 184 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакӑн пек кӑтарту 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ.
Пӗр уйӑх маларах вара, 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 65 981 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑтам шалу 60 862 тенкӗ пулнӑ.
Атӑлҫи федераци округӗнче 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗҫ укҫи кӑтартӑвӗпе пирӗн республика Киров тата Пенза облаҫӗсенчен иртсе кайнӑ. Чи пысӑк кӑтарту Тутарстан Республикин пулнӑ. Унта раштав уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 121 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *