Чăваш Енрен Казахстана 7 тонна çурă севок ăсатнă.
Ку — кăçалхи пирвайхи парти. Инçе çула яриччен тавара Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕ- сем тĕрĕслесе чир-чĕр, сиенлĕ хурт-кăпшанкă çуккине палăртнă.
2026-мĕш çул пуçланнăранпа Беларуçе, Молдована тата Казахстана пĕтĕмпе 650 тонна ытла севок ăсатнă.

