Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Общество транспорчĕн автопаркĕ çĕнелет

Общество транспорчĕн автопаркĕ çĕнелет


Республикăри общество транспорчĕн автопарк- не çĕнетсе пыни _ Чăваш Енĕн пысăк стратегийĕн курăмлă пĕр пайĕ. 2026-2028 çулсенче халăха турттаракан транспорт паркĕ хальхи йышши 118 автобуспа пуянланмалла. Хальхи вăхăтра Раççе- йĕн Транспорт министерствинче Чăваш Ене 29 çĕнĕ автобус кÿрсе килмелли заявкăна пăхса тухаççĕ. Çакна тума федераци шайĕнчи субсидисем тата регионăн софинансировани мелĕ пысăк пулăшу кÿрĕç.
Çакăнпа пĕрлех республикăра экологи транспорчĕ çине те пусăм тăваççĕ. Чăваш Республики 2020 çултан пуçласа пĕтĕмпе 200 ытла троллейбус туяннă. Чăваш Ен электротранспорт туянассипе вара çĕршывра малтисен йышĕнче пырать. 2030 çул тĕлне тата тепĕр 133 троллейбус туянма палăртнă. Пиллĕкĕшĕ кăçалах маршрутсем çине тухĕ. Килес çул тепĕр пиллĕкĕшне республика бюджечĕн шучĕпе кÿрсе килĕç.
Çак пĕлтерĕшлĕ утăмсем Шупашкар агломерацийĕ тăрăх çÿрекен пассажирсен çул-çÿревне хăтлăлатас тата перевозчиксен тăкакĕсене чакарас тĕллевпе пулса пыраççĕ.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *