Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Палăртнă ĕçсен калăпăшĕ пысăк

Палăртнă ĕçсен калăпăшĕ пысăк


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура ĕрентӳ организацийĕсенчи капиталлă юсав ĕçĕсене тĕплĕн тишкренĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, шкулсене тĕпрен юсас ĕçе республика анлăн 2021 çулта пуçарнă. Унтанпа 121 шкула юсанă, çак ĕç валли 7,3 миллиард тенкĕ тăкакланă. Çав шутра 4,6 миллиард тенкĕ – федераци бюджетĕнчен, ытти – республика тӳпи.
Кăçал юсав ĕçĕсене 38 вĕрентӳ организацийĕнче пурнăçламалла, ку 2025 çулхинчен тăватă хут нумайрах. Паллах, укçа виçи те ĕçсен калăпăшĕпе шайлашуллă, пысăк – 4,6 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Икĕ объект кăна çитес çула куçать, ыттисенчи ĕçсене авăн тата чӳк уйăхĕсен пуçламăшĕ тĕлне вĕçлемелле.
Ĕçсем чăннипех анлă – шкулсен фасачĕсене çĕнетессинчен, никĕсĕсене çирĕплетессинчен тытăнса тăрăсене улăштарасси таранах. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ оборудованипе те тивĕçтермелле. Çакăн валли 278 миллион тенкĕ уйăраççĕ – кашни шкул валли 7,7 миллион тенкĕ. Халĕ çав оборудованипе тивĕçтерекенсене палăртас ĕç пырать.
Юсакан шкулсенче пĕлӳ илекен ачасен пĕр вăхăт ытти шкула çӳремелле пулĕ. Вĕсене палăртнă. Вĕренӳ программисене улăштармаççĕ, ачасен йышĕ тăруках хушăнакан шкулсенчи вĕрентĕве икĕ сменăпа йĕркелеме тивнĕ май уроксен вăхăчĕ кăна улшăнать.
35 шкулти юсав ĕçĕсен подрядчикĕсене палăртнă ĕнтĕ, 23-шĕнче ĕçсене пуçланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *