Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алексеевсем «ылтӑн» туйне хӑйне евӗрлӗ паллӑ тунӑ. Вӗсем ЗАГСа юбилярсен Хисеп кӗнекине алӑ пусма чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ.
Вӗсен шухӑшне ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем те ырланӑ, хӑшӗ-пӗри ҫак туслӑ йышран ЗАГС пайне чӑваш тумӗпе пынӑ.
Владимир Ивановичпа Зоя Степановна виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Марина тата Татьяна. Вӗсем ҫывӑх ҫыннисене 6 мӑнук парнеленӗ.
Сергей Иванович ПМК-541 предпряитире ӗҫленӗ. Зоя Степановна вара Горький чукун ҫулӗ ҫумӗнчи ОРСра поварта тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланса тата хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.

