Чăваш Республикинче «Время СВОих» регион программин пĕрремĕш выпускникĕсем алла дипломсем илнĕ. Патшалăх тата муниципалитет управленийĕн сферинче ĕçлеме хатĕрленĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене дипломсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев панă.
Паттăрсем, мирлĕ пурнăçа таврăннă май, хăйсен службине тăван тăрăхра управленец пулса малалла тăсĕç. Вĕсене регионăн влаç органĕсенче тата предприятисенче кĕтеççĕ. Çарти опыт тата илнĕ пĕлÿ ветерансене кулленхи ĕçре тивĕçлипе пулăшса пырĕç.
Чăваш Ен СВО паттăрĕсем валли çакнашкал «карьера лифчĕ» йĕркелесе янă Раççейри пĕрремĕш регионсенчен пĕри пулса тăнă. Çак программа патне туртăм пысăк пулни палăрать, çĕршыври 25 регионтан 400-е яхăн заявка йышăннă. Тăватă ветерана, вĕренÿ тапхăрĕ вĕçленичченех, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Çитес вăхăтра кашни паттăрах влаç органĕсенче тата малта пыракан предприятисенче ятарлă должноçсене йышăнĕ.

