Юнкун Канаш тăрăхĕнче республика шайĕнчи «Автоклубы в ритме Победы» патриотла программăн фестиваль конкурсĕ старт илнĕ.
Канаш енĕн централизациленĕ клуб системин пултарулăх ушкăнĕсем çав кун Хучел тăрăхне кĕрекен Микушка ялне пуян концерт программипе килсе çитнĕ. Фестивале округ пуçлăхĕ Валерий Чернов уçнă. Автоклуб сцени çинчен патриотла юрăсене шăрантарнă, çынсем вырăнти артистсен пултарулăхне хапăл туса йышăннă, кашнине тăвăллăн алă çупса саламланă.
Мероприяти йĕркелÿçисем çак тĕллевлĕ фестиваль çу каçипех иртессине палăртаççĕ. Мобильлĕ автоклубсем çак тапхăрта культура учрежденийĕсем çук пĕчĕк ялсене çитсе килĕç. Унта пурăнакансен кăмăлне патриотла юрăсем шăрантарса çĕклĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, асăннă фестиваль хăйĕн йышне харăсах темиçе акцие чăмăртанă, вĕсен йышĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пуçарса янă «Песни о СВОих» проект та кĕнĕ.
Çак фестиваль авăн уйăхĕнче пысăк гала-концертпа вĕçленĕ, ун чухне йĕркелÿçĕсем мероприятин чи лайăх проекчĕсене палăртса хăварĕç.
Хамăр инф.

