Пятница, 12 июня, 2026
Главная > Публикации > Спортри ăсталăха çулталăк çаврăмĕпех аталантарма пултарĕç

Спортри ăсталăха çулталăк çаврăмĕпех аталантарма пултарĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Белые камни» физкультурăпа сиплев центрĕн- че çивитти айĕнчи модульлĕ çĕнĕ спорт залне уçнă. Çак объекта 2025 çулта «Бизнес-спринт (Я выбираю спорт)» федераллă проектпа килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Унăн лаптăкĕ 1,5 пин тăваткал метрпа танлашать. Ăна хăпартса лартма 190 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă, 134 миллион тенкипе федераци бюджечĕ тивĕçтернĕ.  

«2021 çулта ачасене аталантармалли тата вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли концепци туса хатĕрлерĕмĕр. Хамăр ума ларт-нă тĕллевре спорт лапамĕсене юсаса йĕркене кĕртесси кăна марччĕ, ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене çулталăк çаврăмĕ- пех спортри ăсталăхне аталантармалли майсем туса парасси тĕпреччĕ. Çакăнтах модульлĕ бассейн та уçма палăртатпăр. Çакăн йышши спорт объекчĕсем вара «Росинка» тата «Звездный» лагерьсенче те хута кайĕç», — пĕлтернĕ Олег Николаев.

«Белые камни» центр 1996 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чă- ваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин пуçарăвĕпе çакăн ятлă лагерĕн бази çинче уçăлнă. Çак тапхăрта вăл регионăн тренировкăсем туса ирттермелли чи лайăх базисен шутне кĕнĕ. Унта пиншер ача каннипе пĕрлех хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне аталантарать. 30 çулхи юбилейĕ тĕлне физкультурăпа сиплев центрĕ çак пысăк парнене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *