Воскресенье, 14 июня, 2026
Главная > Публикации > Финанс пĕлĕвне тĕрĕсленĕ

Финанс пĕлĕвне тĕрĕсленĕ


Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсем «Финанс ăсти» ĕçлĕ вăййа хутшăннă.
Мероприятие Шупашкарти финанс çут ĕçĕн волонтерĕсем йĕркеленĕ. Студентсем укçа-тенкĕ енĕпе пĕлӳ шайĕ аван пулнине кăтартнă: стратеги суйланă, экспертсен кăткăс ыйтăвĕсене хуравланă, финанс портфельне хатĕрленĕ. Вĕсен пĕлĕвне профессионал экспертсем хакланă. Çĕнтерӳçĕсем парнеллĕ пулнă, вăййа хутшăннисем вара пурте сертификата тивĕçнĕ.
Çак мероприятие «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе, çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Майсен тĕнчи» проекчĕпе килĕшӳллĕн ирттернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *