Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Автоледи 2026» конкурс иртӗ.
Хӗрарӑм водительсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑхра ӑмӑртӗҫ, чи маттуррисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех шоу-программа пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене маларах памалла – вырӑн питех нумай мар.
Пӗлтӗр 30 хӗрарӑмран 12-шӗ ҫеҫ финала лекнӗ пулнӑ. Ун чухне пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ. Иккӗмӗш Марина Васильева пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Анастасия Чинаевӑпа Екатерина Ятрушева пайланӑ.

