Воскресенье, 14 июня, 2026
Главная > Публикации > Çар ҫыннисен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ

Çар ҫыннисен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ


Чӑваш Енре «Женщины Героев» ятпа тӗлпулу иртнӗ.
«Паянхи кун ҫар ҫыннисен ҫемйисене хумхантаракан ыйтусене патшалӑх ҫийӗнчех татса пани ҫав тери пӗлтерӗшлӗ», – палӑртнӑ Алла Салаева депутат.
Тӗлпулӑва тӗрлӗ тӑрӑхран ятарлӑ ҫар операцийӗнчи 60 салтакӑн арӑмӗ ҫитнĕ. Тӗп ыйту – вӗсен ывӑл-хӗрне пелӳ илме тивӗҫлӗ майсем туса парасси, пур енлӗн пулӑшасси. Вырӑнне те ахальтен суйламан. Етӗрнери аграри колледжӗ паян самана таппипе тан аталаннине кашни курса ӗненнӗ.
Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Наталья Николаева палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрле пухӑнса чуна уҫни хӗрарӑмсене тӗрев пуррине туйса малалла та хастаррӑн утма май парать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *