Воскресенье, 14 июня, 2026
Главная > Публикации > Çулсене юсаса çĕнетеççĕ

Çулсене юсаса çĕнетеççĕ


Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Правительство членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет округĕсен ертӳçисем, общество организацийĕсен хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем Сергей Артамонов премьер ертсе пынипе Чăваш Енри çул-йĕр пахалăхне, трассăсенче пыракан юсав ĕçĕсене тĕрĕсленĕ.
Кăçал пĕтĕмпе 70 километр çула юсаса çĕнетмелле. Вĕсем Йĕпреç, Канаш, Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Тăвай округĕсенче вырнаçнă. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика Правительстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти депутачĕсем Раççей транспорт министерствипе калаçса килĕшнĕ хыççăн федераци бюджетĕнчен 2 миллиард та 600 миллион тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *