Çуллахи шыва кĕмелли тапхăр кĕçех вăя кĕрĕ. Канаш тăрăхĕнче ăна кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Шăрăх кунсенче çынсем шыва кĕрсе уçăлнă чухне инкеке ан лекчĕр тесе кÿлĕсемпе пĕвесене тĕрĕслесе хак параççĕ. Çак тĕллевпе водолазсене явăçтараççĕ. Специалистсем шыв тĕпне анса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, сывлăха сиен кÿме пултаракан япаласене тупса çыран хĕррине кăлараççĕ. Çакăн хыççăн вĕсем тĕрĕсленĕ вырăнта шыва кĕме ирĕк параççĕ.
Аса илтеретпĕр, Канаш тăрăхĕнче çынсем тăтăшах шыва кĕме кăмăллакан 12 вырăн пур. Вĕсем шыва кĕмелли тапхăр пуçланиччен пурте хăрушсăрлăх тĕрĕслевĕ витĕр тухĕç.
Çав вăхăтрах çакна та аса илтерес килет: шыв хĕррине пĕччен ан кайăр, шыва кĕнĕ чухне ан ашкăнăр, пĕр-пĕрне путармалла выляни те инкек патне илсе çитерме пултарĕ. Шывра пĕр-пĕрне тăтăшах сăнаса тăрăр. Инкек тÿсекене йĕркене çирĕп пăхăнса çăлма васкăр.
Асăрхануллă пулмалли çинчен вара самантлăха та манса ан кайăр. Çу кунĕсем савăнăç çеç илсе килччĕр.

