Ҫӗмӗрлери «Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» предприяти 95 ҫул тултарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл авиаци енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Фронта 137 планер тата 1100 ытла самолет ӑсатнӑ. Халӗ те комбинат курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрса тӑрать.
Пысӑк уявпа паянхи хастар ӗҫченсене Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева саламланӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн тав тунӑ.

