Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Санкт-Петербург хулинче йĕркеленĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăннă республика делегацийĕн ĕçне пысăк хак панă, унта тунă килĕшÿсем региона курăмлă инвестици ÿсĕмĕ парассине пĕлтернĕ. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, Ozon тата «Яндекс» компанисемпе тунă килĕшÿсем, çĕршыври ытти регионсемпе тата финанс институчĕсемпе хутшăнусене çирĕплетни технологи аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать, çакă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тата регионăн социаллă инфраструктурине çирĕплетме май парĕ.
«Эпĕ делегаци йышĕнче пулнă хастарсене — Чăваш Ен правительствине кăна мар, рес- публикăн бизнес представите- лĕсене те тĕрлĕ лапамра курăмлă хутшăнусем туса ирттернĕшĕн тав тăвасшăн. Унта питĕ нумай килĕшÿ шута илнĕ, вĕсем енĕпе Шупашкарти экономика форумĕн- че малалла ĕçлĕпĕр. Пирĕн тĕллев — тунă килĕшÿсене паха содержанипе тултарасси. Çакă хамăр майсемпе тивĕçлипе усă курма тата çĕнĕ партнерсене явăçтарма пулăшĕ», — тенĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, Санкт-Петербург хулинче йĕркеленĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Ен делегацийĕ 15 ытла тĕлпулу ирттернĕ, 5 килĕшĕве алă пусса çи-
рĕплетнĕ, Раççей регионĕсен интерактивлă картине кăтарт- нă тата «Яндекс Путешествия» пĕрлехи проекта ĕçлеттерсе янă.
Чăваш Енĕн регионсем хушшинчи хутшăнăвĕ Челябинск тата Тамбов облаçĕсемпе тунă килĕшÿсем хыççăн аталаннă. Кăнтăр Урал предприятийĕсемпе промышленноçпа наука сферин кооперацине аталантарма палăртнă. Тамбов облаçĕпе тунă килĕшÿ агропромышленность комплексне тата социаллă блока пырса тивĕ. Калининград облаçĕ- пе транспортăн малашлăхри аталанăвне сÿтсе явнă.

