Шупашкарти вăй агрегачĕсен завод ертÿлĕхĕ Китайри çул-йĕр тата строительство техникине туса кăларакансемпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăлнă.
Асăннă заводра 2024 çултанпа техника валли кĕперсем хатĕрлеççĕ. Сăмахран, 5 тонна таякан СИЛАНТ погрузчик валли. Çак уйăхра экскаватор-погрузчиксем валли кĕперсем кăларма тытăнĕç.
Чăваш Ен Правительстви тата Промышленноç министерстви вырăнти предприятисене тĕрев параҫҫӗ. Ку ĕç «Единая Россия» партин «Выбирай своё» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

