Етӗрне тӑрӑхӗнчи ипподромра Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн Кубокне выляттарӗҫ.
Кӑҫалхи тупӑшӑва Василий Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лашасен завочӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Совхозный поселокӗнче старта 40 ытла ӑмӑртакан тухать. Вӗсен хӑйсен урхамахӗсемпе 1600 тата 2400 метрлӑ дистанцисене парӑнтармалла.
Спорт уявӗ 13 сехет те 30 минутра уҫӑлать. Хӑнасем валли ӑсталӑх урокӗсем, фотозонӑсем хатӗрленӗ, сувенир лавккисем ӗҫлӗҫ. Уява илем кӳрекенӗ – Валерия Bearwolf юрӑҫ.

