Ку эрнере Раççейри пур регионта та çемьесене право пулăшăвĕ паракан тата вĕсен интересĕсене хÿтĕлекен Пĕтĕм Раççейри эрнелĕх пырать.
Унпа килĕшÿллĕн утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен Чăваш Енĕн кашни муниципалитетĕнчех тĕллевлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — çынсен право пĕлĕвне ÿстересси, ачаллă çемьесене тата ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен тăванĕсене тÿлевсĕр юридици пулăшă- вĕпе тивĕçтересси. Эрнелĕх вăхăтĕнчен çынсем хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтупа профессионалсен консультацине илеççĕ.

