Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Техника культурисен лаптăкĕ пысăкланнă

Техника культурисен лаптăкĕ пысăкланнă

Чăваш Енре техника культурисен лаптăкĕ унчченхинчен 20,6% чухлĕ пысăкланнă, 38,84 пин гектара çитнĕ.

Кăçал рапс – 15,8 пин гектар, хĕвел çаврăнăш – 11,3 пин гектар, горчица – 5,5 пин гектар, çу тумалли йĕтĕн – 2,0 пин гектар, соя – 1,4 пин гектар, сахăр кăшманĕ 1,0 пин гектара яхăн акнă.

Агроаналитика центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, техника культурисене акса ӳстерессипе Канаш округĕ малта пырать, ун хыççăн – Шăмăршă, Çĕрпӳ, Улатăр округĕсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *