Шупашкара тепӗр арт-объект илем кӳрӗ.
Алексей Чернов художник Атӑл тӑрӑхӗнчи округсем хушшинчи «ФормАРТ» фестивалӗн 6-мӗш сезонӗн финалне лекнӗ.
Хак паракансем 400 ӗҫрен 14-шне суйласа илнӗ. Вӑл йышра пирӗн ентешӗн «Лаша – пӗрлӗх палли» проекчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӳкерчӗке Граждан урамӗнчи 83-мӗш ҫурт ҫине куҫарӗҫ. Хула вара тата хитререх пулӗ.

