Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта

Ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче ятарлă комисси округри вĕренÿ организацийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пикеннĕ. Пурĕ комиссин 69 объекта, çав шутра шкулсене, ача сачĕсене, хушма вĕренÿ учрежденийĕсене тĕрĕслемелле.

Ĕçлĕ ушкăн вĕренĕве хăрушлăхсăр йĕркелени, объектсене терроризмран хÿтĕлени, чрезвычайлă лару-тăрусене хирĕç тăма хатĕрри çине пысăк тимлĕх уйăрать.

«Пирĕн тĕп тĕллев — ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Эпир йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнипе çеç мар, тупнă кăлтăксене мĕнле тÿрлетмеллине те директорсемпе сÿтсе яватпăр», — палăртнă комисси председателĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *