Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Вырмана тухнă

Вырмана тухнă

Округри аграрисемшĕн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ — вырма пуçланнă. Çак кунсенче пĕрремĕш хуçалăхсем çăвĕпе çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртес ĕçе пикеннĕ.

«Канмаш» агрофирма «Московская-56» сортлă кĕрхи тулла вырма тухнă. Ку хуçалăхра кĕрхисем 1,2 пин ытла гектар çинче çитĕнеççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 1,95 пин гектар йышăнаççĕ. «АСК-Канаш», «Агат», «Цивиль» ООО-сенче те вырмара усă куракан ял хуçалăх техники хире тухма ĕлкĕрнĕ. Аграрисем кашни уяр кунпа туллин усă курса тухăçа çухатусемсĕр пуçтарса кĕртес тĕллевлĕ.

Пурĕ пĕрле Канаш муниципалитет округĕнче 19 пин ытла гектар çинче çитĕнекен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Ял хуçалăх ĕçченĕсене çак ĕçе вăхăтра тата ăнăçлăн пурнăçлама ырлăх-сывлăх, уяр çанталăк сунатпăр. Техника пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр, пÿлмесем çĕнĕ тырăпа тулччăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *