Чăваш Енре 10 çĕнĕ ГТО лапамĕ тăвĕç. Çакăн çинчен Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ.
Унта çавăн пекех ГТО комплексне пурнăçлас енĕпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тунă ĕçсене те пĕтĕмлетнĕ. ГТО юхăмĕ нумай çынна пĕрлештерсе тăни палăрать — республикăра 460 пин ытла çын куллен спорт валли вăхăт тупать. Çак кăтарту тăрăх регион Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш вырăнта, Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать. ГТО юхăмне аталантарса пырас енĕпе Шупашкар хули, Елчĕк, Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Çĕрпÿ округĕсем малта пыраççĕ.
Комплекса анлăн сарассинче спорт фестивалĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех ятарлă инфраструктура та пĕлте- рĕшлĕ — республикăра 31 тестировани центрĕ ĕçлет, 2028 çул вĕçлениччен вĕсен шучĕ тата 10 лапампа пуянланмалла. Палăртса хăвармалла, ГТО комплексне ăнăçлăн пурнăçлани абитуриентсене вĕренме кĕнĕ чухне хушма баллсем парать. 2026 çулта 9-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен 4557 ача ГТО паллисене илме пултарнă. Çакă вĕсене вĕренме кĕнĕ çĕрте пулăшĕ.

