Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Суту-илÿ ĕçченĕсен кунне халалланă уяв мероприятийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви «Чăваш Ен суту-илĕвĕ-2026» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл республикăри суту-илÿ тытăмĕнчи чи лайăх шухăшсене тупса палăртас тĕллевлĕ пулнă.

Канаш райповĕ «Чи лайăх магазин» тата «Чи лайăх мобильлĕ объект» номинацисенче хутшăннă. Çак категори пĕчĕк тата аякра вырнаçнă ялсене таварсемпе тивĕçтерессинче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Канаш райповĕ округри 51 яла çитсе «кустăрмасем çинче» тенĕ пекех меллĕ суту-илÿ йĕркелеме май пуррине кăтартса панă. Çапла коллектив «Чи лайăх мобильлĕ объект» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Саламлатпăр!   

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *