Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Ятарлă çыхăну полковникĕпе, Чăваш Республикинчи ятарлă çыхăну Управленийĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе Екатерина Крупинапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион ертÿçи ăна çĕнĕ должноçпа саламланă, ăнăçу суннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче регионти управленин ĕç-хĕлне, çавăн пекех республика Правительствипе малашнехи хутшăнусене сÿт- се явнă.
«Паянхи служба умĕнче хальхи чĕнÿсемпе çыхăннă çĕнĕ тĕллевсем тăраççĕ. Хăрушсăрлăха, шанчăклăха тата çыхăнăвăн пĕр чарăнми ĕçне тивĕçтерес ыйтусем, уйрăмах халĕ ятарлă çар операцийĕ пынине шута илес пулсан, питĕ пысăк пĕлтерĕш-
лĕ пулса тăраççĕ. Малашне те пирĕн хутшăнусене тухăçлăн йĕркелесе, лайăхлатса пырасса, паянхи саманан ыйтăвĕсене туххăмрах татса парасса шансах тăратăп», — палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Екатерина Крупина ятарлă çыхăну тытăмĕнче 13 çул ытла ĕçлет. Хăйĕн карьерине вăл 2013 çулта Чăваш Енри ятарлă çыхăну Управленийĕнче пуçланă, çак хушăра тĕп специалистран пуçласа управлени начальникĕн пĕрремĕш çумĕ таран çитнĕ. 2023 çулта вăл Саратов облаçĕнчи управленине ертсе пыма тытăннă, нумаях пулмасть ăна Чăваш Енри ятарлă çыхăну Управлени- йĕн пуçлăхне лартнă.

