Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Раççей хăмлин пуласлăхĕ тавра калаçнă

Раççей хăмлин пуласлăхĕ тавра калаçнă

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 1-мĕшĕччен Шупашкарта Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» V фестиваль иртет. Пĕрремĕш хут 2022 çулта пулнăскер фестиваль çулран-çул анлăланса пырать, хăнасен шучĕ те çулсерен ÿсет.

Кăçалхи уява тĕрлĕ регионсенчен – Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Самарăран, Ульяновскран, Пензăран, Ярославльтен, Чулхуларан, Барнаултан, Чуллă Çыртан, Йошкар-Оларан тата Беларуç республикинчен 28 производитель хутшăннă.

«Пилĕк çул хушшинче эпир производительсемшĕн тата хăмлаçăсемшĕн чăн-чăн стратеги площадки пулса тăтăмăр. Кунта контрактсем çыраççĕ, пахалăх стандарчĕсем çирĕплетеççĕ, отраслĕн пуласлăхне аталантараççĕ. Çак пуласлăхăн ячĕ вара — Чăваш Ен. Паян эпир çĕнĕ субсидисем ĕçе кĕртетпĕр, ÿсентăрана хÿтĕлемелли уникаллă хатĕрсем тăватпăр, пĕтĕм çĕршыв валли çÿллĕ планка палăртатпăр», — тенĕ мероприятие уçса ЧР Правительство Председателĕ Сергей Артамонов.

Фестиваль хăнисем обществăлла апатланăвăн 35 точкипе, 6 фермер хуçалăхĕн продукцийĕпе, 6 тĕрлĕ халăх промыслисен хатĕрĕсемпе паллашнă, концерт курса киленнĕ.

Чи пĕлтерĕшли вара — ĕçлĕ программа. Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Раççей хăмли» конференци иртнĕ. Унта çак енпе ĕçлекен 150 ытла специалист пуçтарăннă, 19 регионтан килнĕ 58 эксперт хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, «Балтика» ПК эксперчĕсем, Алтайри тата Самар облаçĕнчи хăмла ÿстерекен хуçалăхсен ертÿçисем, ăслăлăх центрĕсен представителĕсем пулнă. Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш патшалăх аграри университечĕ тата Алтай патшалăх университечĕ хушшинчи килĕшĕве алă пуснă. Пирĕн университетăн ăслăлăхпа производство никĕсĕнче «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенцисен центрĕ ĕçлет. Унăн лабораторийĕнче лартмалли материалăн ДНК-анализне тăваççĕ, чир-чĕрсене тупса палăртаççĕ, хăмла пуçтармалли техникăна тĕрĕслеççĕ. Алтайри университетăн вара вăйлă биотехнологи шкулĕ. Ученăйсем хăмлана клонлă мелпе ĕрчетмелли технологи шутласа кăларнă, 50 ытла генотипа пĕрлештерекен коллекци хатĕрленĕ. Килĕшÿ тăрăх çак компетенцисене пĕрлештерсе хăмла ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿ-сем тума пулĕ.   

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *