Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Çĕнĕ проект пуçарнă

Çĕнĕ проект пуçарнă

Республикăра кивĕ автомобиль покрышкисене пуçтарса утилизацилес енĕпе проект пуçарнă. Вăл «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать.

Ун тăрăх шинăсене завода илсе пырса резина тĕпренчĕкĕ тата пиролиз чĕртаварĕ тăваççĕ. Вĕсемпе топливо валли компонентсем тата каучук тунă çĕрте усă курĕç. Çапла шинăсем полигонсенче çĕрсе выртмĕç, тепĕр хут производствăна кайса усăллă пулĕç.

ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов муниципалитетсене, автосервиссене тата шиномонтаж мастерскойĕсене çакăн пек утилизацие анлăн сарма чĕнсе каланă. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *