Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Педагогсене укçан хавхалантараççĕ

Педагогсене укçан хавхалантараççĕ

Чăваш Енре шкул ачисен регионсен хушшинчи, пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхипе литературин, тутар чĕлхипе литературин, мордва чĕлхипе литературин олимпиадисенче мала тухнă вĕренекенсен педагогĕсене республика Пуçлăхĕн ячĕпе укçан хавхалантараççĕ.

Кăçал çак хисепе камсем тивĕçни паллă ĕнтĕ. Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕренекенĕ чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕшĕн 50 пин тенкĕ укçана илме тивĕçнĕ педагогсен йышĕнче Галина Григорьева та пур. Вăл Канаш хулинчи 6-мĕш шкулта ĕçлет. 

.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *