Çуллан юлашки уйăхĕ пуçланнă май çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсем мала тухаççĕ.
Ку тема республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă. Регионăн строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, ăшă, шыв, электричество сечĕсен, ытти объект хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 34 процент шайĕнче. Ăшă сечĕсен 12 процентне улăштарнă. Республикăри нумай хваттерлĕ 4,1 пин ытла çуртăн, централизациленĕ майпа хутса ăшăтаканскерсен, 71 процент ăшă сечĕсене опрессовка тунă, çуса тасатнă. Хатĕрлĕх паспортне илнисен шучĕ вара хальĕхе пĕчĕк – 220 çурт кăна. Министр ку ĕçе васкатмалли çинчен асăрхаттарнă

