Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Шупашкарта çамрăк шахматистсем тупăшаççĕ

Шупашкарта çамрăк шахматистсем тупăшаççĕ

Шупашкарта шахмат енĕпе Пĕтĕм Раççейри «Шоколадный кубок» ăмăртусем пуçланнă. Вăл — ачасен Раççей Кубокĕн пĕр тапхăрĕ. Кăçал турнир çĕршыври аллă ытла регионтан пине яхăн çамрăк шахматиста пуçтарнă. Ăмăртусем «Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче çурла уйăхĕн 11-мĕшĕччен пырĕç.

– «Шоколад кубокĕ» Раççей чемпионачĕн регионти чи çамрăк тапхăрĕ пулнине пăхмасăр, кĕске вăхăтра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăчĕ. Раççейри шахмат Федерацийĕ пулăшнипе рес- публикăн Физкультурăпа спорт министерстви регионти уйрăмĕ- пе пĕрле хăйĕн тавра пĕтĕм управлени командине, спорт сообществине тата волонтерсене пĕрлештерме пултарчĕ.  «Шоколад кубокĕ» çулсерен вăй илсе пырать. Кунта çĕнĕ талантсем уçăлаççĕ тата çĕнĕ çăлтăрсем çуталаççĕ. Çакнашкал ăмăртусене ирттерни шахмат вййи патне туртăм ÿсни аслисемпе ачасем хушшинче те палăрать. Иртнĕ çулта пирĕн шкул ачисем ла-йăх кăтарту тума пултарни вара уйрăмах савăнтарать, кун пекки регионта халиччен курман. Çакă ăмăртусен пысăк пĕлтерĕшне уçăмлатакан тĕслĕхсенчен пĕри пулса тăрать, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. 

«Шоколад кубокĕ» Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пуçарăвĕпе иртет. Асăннă проект «Акконд» кондитер фабрикипе пĕрле пурнăçланать. 2023 çултан пуçласа турнирăн кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçи тĕп трофейпа пĕрле ăмăрту партнерĕн- чен шоколад кубокне тивĕçет.

«Шахмат — хăвăрт ăс тата тарăн интеллект. Çак енсене паян аталантарса пырса ыранхи пурнăçăн чылай сферинче çĕнтерÿ тума никĕс хыватпăр. Пирĕн мĕнле малашлăх пуласси шăпах çакăнтан килет. Шахмат кашни шкултах обязательнăй предмет вырăнĕнче пулмалла тесе шутлатăп», — тенĕ Анатолий Аксаков.

Çамрăк шахматистсене паллă хăнасем: халăхсем хушшинчи гроссмейстер, СНГ сборнойĕ йышĕнче олимп чемпионĕ ята тивĕçнĕ Юрий Айрапетян тата гроссмейстер Сергей Карякин, вăл Мускав облаçĕнчи шахмат Федерацийĕн президенчĕ. 

Çамрăк шахматистсем пĕр эрне хушшинче тĕрлĕ шахмат вăййинче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарĕç. Çавăн пекех вĕсем валли пуян культура программи те хатĕрленĕ, унта мас-тер-классем тата экскурсисем кĕртнĕ. 

Ачасен Раççей Кубокĕн финалĕ кăçал раштав уйăхĕнче Ярославль облаçĕнче иртĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *