Пятница, 27 сентября, 2024
Главная > Публикации > Ял сăнĕ çĕнелсе улшăнать

Ял сăнĕ çĕнелсе улшăнать

Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи тĕп лапам илемленет. Ăна вырăнти пуçару программипе йĕркене кĕртеççĕ.

Подрядчик ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çул-йĕре юсаса унăн сарлакăшне анлăлатать, çынсене утса çÿреме тротуар сарать тата хушма çутă хатĕрĕсем вырнаçтарать. Çул айккипе çавăн пекех йывăç хунавĕсем те лартса хă-варĕ.

Аукционта çак яваплă ĕçе пурнăçлама «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх выляса илнĕ. Ял çыннисем строительсен ĕç пахалăхĕпе тата унăн хăвăртлăхĕпе кăмăллă пулнине палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *