Главная > Публикации (Страница 42)

Фестиваль асра юлмалла иртнĕ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Шĕнерпуç территори уйрăмĕнчи Хыркасси ялĕнче Пĕрремĕш çырла фестивалĕ иртнĕ. Унта декоративлă ÿсен-тăран, сад культурисем çитĕнтерекен, вĕсене апатлантармалли минерал удобренийĕпе, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли хими препарачĕпе, хунав-тĕмпе, вăрлăхпа тивĕçтерекен организацисем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем, Шупашкар хулипе муниципалитет округĕнче пурăнакансем хутшăннă. Фестивале ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та пырса курнă. Павильонсене кĕрсе

Подробнее

Çĕнĕ Шелттемре — çĕнĕ ФАП

Çĕнĕ Шелттемре кĕске хушăра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕшле звенине модернизацилесси» регион проекчĕ пулăшнипе çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Часах ял çыннисем кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче сипленме пултарĕç. Унта медиксене ĕçлеме те, пациентсене тĕрлĕ процедурăсене килсе

Подробнее

Кайăкяль — 290 çулта

Çак кунсенче Кайăкяль ялне туса хунăранпа 290 çул çитнине хаваслăн уявланă. Çак савăнăçлă пулăмпа ял çыннисене Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Александр Федоров, Вăтапуç территори уйрăмĕн начальникĕ Анастасия Глухова ăшшăн саламланă, яла малашне те илемленсе пыма суннă. «Ял аталанса, чечекленсе пытăр, унпа мухтанмалла пултăр. Тăрăшни нихăçан та сая ан

Подробнее

Питравра вăййа тухнă

Маякри ял клубĕнче Питрав кунне хаваслăн уявланă. Ялти хастарсем пуçарнипе чăваш кĕписем тумланнă ял çыннисем пуçтарăнса вăййа тухнă, карталанса юрă хыççăн юрă шăрантарнă, чăваш халăхĕн авалхи вăййисене аса илсе вылянă. «Çерем ватса вир акрăм», «Асамат кĕперĕ» вăйăсем пуçтарăннисене уйрăмах килĕшнĕ. Купăс сасси пурне те пĕр çĕре пуçтарсан урам тăрăх юрăсем ян кайни

Подробнее

Тăрăшса ĕçлесен тупăш пулатех

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 185,5 тонна аш-какай туса илнĕ. Чылай хуçалăх аш-какай туса илессине ÿстернĕ, çав шутра: «Путь Ленина» ЯХПК, «Исток» ООО, «Хучель» ООО, В. Степановăн, В. Владимировăн, С. Николаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Хуçалăхсем вăкăрсене çамрăклах сутма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене нумай вăхăт

Подробнее

Типĕ çанталăк витĕм кÿрет

Çывăх вăхăтра республикăра вырмана тухма планлаççĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пикениччен ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕрлĕ хуçалăхсен уйĕсене çитсе лару-тăрăва вырăнта хакланă. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл республикăри пысăк ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе пĕрле Канаш округĕнчи «Пионер» агрофирмăна та çитсе ĕç-пуçпа паллашнă. Агрофирмăн тухăç илес планĕсем çине çанталăк ытла та

Подробнее

100 çулта тесе кам калĕ?

Ку кинемей пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă тесе ун çине пăхсан калаймастăн та. Тÿп-тÿрĕ кĕлеткеллĕскерпе, патак таврашĕсĕрех утса çÿрекенскерпе, пахчана тухса та ĕçлекенскерпе тĕлĕнмелли çеç юлать. Сăмах çак кунсенче 100 çул тултарса юбилей кĕрекине ларнă Анна Федотова çинчен пырать. Анна Алексеевна Канаш районне кĕрекен Вăрманял ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă.

Подробнее

Аваллăх çулĕпе

Катекри Культура çуртĕнче «Асанне арчинчен» фолк-урок иртнĕ. Урокра ачасем ĕлĕкхи чăваш ал ăсталăхĕсемпе паллашнă. Культура ĕçченĕсем шăпăрлансене чăвашсен ĕлĕкхи тумĕсене кăтартнă, вĕсен элеменчĕсем мĕне пĕлтерни çинчен каласа панă, пуçа тăхăнмалли хатĕрсене, пиçиххисене, саппунсене тата тĕрлĕ капăрлăхсене авалхи чăвашсем мĕнле тăхăнса çÿренине кăтартса панă. Ачасем чăваш тĕррин эрешĕсемпе питĕ интересленнĕ, чăваш тĕррин символики

Подробнее

Задача – окружить вниманием военнослужащих и их семьи

Больше месяца в Чувашии работает филиал фонда «Защитники Отечества». Его специалисты, которые трудятся во всех муниципалитетах республики, уже приняли от заявителей более 330 обращений. «Наша главная задача – окружить вниманием как военнослужащих, которые участвовали, участвуют в специальной военной операции, так и их семьи. Это наш долг», – говорит Глава Чувашии Олег

Подробнее

Семья, коллеги и члены одной команды

Говорят, семья медработников – очень непростой союз. Загруженность, ночные дежурства, самоотдача, которую требует профессия, обязательно скажутся на эмоциональном состоянии супругов. Однако врачи Канашского межтерриториального медицинского центра, опровергая устоявшееся общественное мнение, из года в год доказывают обратное. Накануне Дня семьи, любви и верности мы взяли небольшое интервью у Михайловых. Он –

Подробнее