Главная > Публикации (Страница 76)

Чун туртнипе, чĕре хушнипе…

Ĕмĕр тăршшĕпе вăй хунă çыншăн ун ĕçне хисепленинчен хакли мĕн пур-ши? Вăй-халне, ăс-хакăлне, ăсталăхне халăхшăн панă пулсан вăл чăннипех те тава тивĕçлĕ. Иртнĕ çулсенче ĕçленĕ çынсем паян тивĕçлĕ канура. Чылайăшĕ пурнăçран уйрăлма та ĕлкĕр- нĕ ĕнтĕ. Вĕсем хуçалăх тĕрекĕ пулнă. Уй-хирте тырпул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртнă - хăйсен тивĕçне чун-чĕререн тăрăшса пурнăçланă. Ял

Подробнее

Иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

Уçырма «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ Надежда Андреева Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентÿçисен ăстаçă-класĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл Мускавра Раççей Федерацийĕн президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăх тата патшалăх службин академийĕн базинче иртнĕ. Чăваш Республикине «Тăван чĕлхепе инте- ресленекен воспитатель» номинацире паллаштарса 2-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

Яманкасси ялĕ

Софронов Алексей вăрçăччен нумай çул ял советĕнче ĕçленĕ. Вăрçăра вилнĕ. Павлов Николай Павлович ФЗО шкулне вĕренсе пĕтерсе слесарь пулнă, нумай çул Сиккасси ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1938 çулта вĕренсе пĕтернĕ çамрăксенчен Тимофеев Степан, Игнатьев Павел, Михайлов Николай, Михайлов Филипп, Паева Ольга, Назаров Николай, Волков Александр çав çулах Сиккассинчи вăтам шкула вĕренме кĕнĕ.

Подробнее

Куккасем çапăçу хирĕнчен таврăнайман

«Çак карточкăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен 1941 çулта ÿкерттернĕччĕ», - çапла аса илетчĕ анне - Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова, ку сăн ÿкерчĕкре вăл çирĕм тăххăрта) Перасковья Федоровна. Вăл 1912 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралнă. Кунта ман анне чăваш тумтирĕпе - аркăллă кĕпепе, саппунпа, çуллахи пиншакпа, шурă

Подробнее

40 лет со дня организации отделения анестезиологии-реанимации Канашского ММЦ

6 декабря 1982 года в Канашской городской больнице открыли отделение реанимации. В его структуру входили шесть стационарно-лечебных коек. Располагалось оно на третьем этаже здания стационара, между хирургическим и родильным отделениями. В процессе реорганизации здания, где размещался эвакогоспиталь №3062, реанимацию перевели на 4-й этаж. За годы работы отделения здесь трудилось немало

Подробнее

Çĕнтерÿçĕсене наградăпа чысланă

«Единая Россия» парти истори диктантне çырма хутшăннă çĕнтерÿçĕсене чысланă. «Çĕнтерÿ диктанчĕ - 2022» çырса наградăна тивĕçнисен йышĕнче Энтрияль шкулĕнче вĕренекен Егор Сидоров та пулнă. Вăл 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. Çĕнтерÿçĕсен килес çул Мускаври Хĕрлĕ лапамра иртекен Çĕнтерÿ Парадне кайса курма май пулĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов

Подробнее

Нумай ачаллă çемьене çĕнĕ çуртпа тивĕçтернĕ

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Атнаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Егоровсен нумай ачаллă çемйи хаклă парнене тивĕçнĕ. Вĕсене республика бюджечĕ шучĕпе хăтлă та капмар çурт хăпартса панă. Çурт-йĕр условине патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли черете Егоровсем 2014 çулта тăнă, кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ялти çурт хулари хваттертен пĕрре те кая мар, унта халĕ кашнин

Подробнее

Сыватмăшсене хăтлăлатаççĕ

Ялта тухтăр пысăк вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Çак шухăша район центрĕнчен аякра пурăнакансем тÿрремĕнех уçăмлатма пултараççĕ. Ара, вĕсен тухтăр патне кĕрсе тухас тесессĕн темиçе çухрăм парăнтармалла вĕт. Çавăнпа юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе тата Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенона çĕнетес тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн вырăнти фельдшерпа акушер

Подробнее

Районти шкулсем çĕнелеççĕ

Кăçал районта икĕ вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсаса хăтлăлатаççĕ. Вырăскас Пикших ялĕнче кĕçех юсав хыççăн çĕнелнĕ шкул уçăлĕ. Вун-вун çул каялла тунă шкул юлашки вăхăтра палăрмаллах юхăннă. Ăна çиелтен çĕнетсе тăни те лару-тăрăва улăштарайман. Çавна май çурта тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме йышăннă. Юсав ĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов,

Подробнее

Хваттер уççи панă

Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес йĕркене районта туллин пурнăçласа пыраççĕ. Нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тепĕр ача хваттерлĕ пулнă. Татьяна Мишакована Хучел ял тăрăхĕнче вырнаçнă Ямăрса ялĕнчи çуртра хваттер панă. Татьяна Мускавра вĕренет, çавăнпа çĕнĕ çурт уявĕнче пулайман. Хваттер уççине илме тăванĕ - Елена Александровна пынă. Савăнăçлă пулăмпа хĕрупраçа район администрацийĕн пуçлăхĕ

Подробнее