Главная > Ял территорийĕн пайĕ

Уçырма территорийĕн пайĕ

Ял варринчи урама тĕпрен юсанăУçырма ялĕн Канашская урамĕнчи автоçула «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн юсаса йĕркене кĕртнĕ. Унăн тăршшĕ 1 километр та 700 метрпа танлашнă. Çул çумĕнче çынсене утса çÿреме тротуар туса хăварнă. Культура çурчĕн картине çĕнетнĕПĕлтĕр ялти культура çурчĕн картине улăштарнă. Илемлĕ карта кирек мĕнле çурт сăнне

Подробнее

Карăклă территорийĕн пайĕ

Ачасен ĕмĕтне пурнăçланă Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юмансар ялĕнче пурăнакан Максимовсем патĕнче хăнара пулнă. Олег Алексеевич «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн 16 çулти Константина телескоп парнеленĕ. Константинăн ĕмĕчĕ Мускаври асамлă чăрăш çинчи шарсем хушшинче хăйĕн вăхăтне кĕтнĕ, ăна Олег Алексеевич тĕп хулара ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чухне алла

Подробнее

Вăтапуç территорийĕн пайĕ

Моряксене халалласа мемориал уçнăТинĕс çар флочĕн кунĕ умĕн Вăтапуç тăрăхĕнче «ВМФ морякĕсем» мемориала савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ăна I-мĕш Петĕр патша çуралнăранпа 350 çул çитнине халалланă. Мемориал «Варяг» крейсерăн комендорĕ Конан Зиновьевич Зиновьев çуралнă тăрăхра никĕсленнин пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк.Пысăк чулсен купи çине вырнаçтарнă матрус якорьне мăнаçлă сăнчăрсемпе çыхнă. Çакнашкал композицирен

Подробнее

Пайкилт территорийĕн пайĕ

Тăрăн ялĕн хисеплĕ çынни Кашни ял-салара тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем пурăнаççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕсем историе кĕрсе юлаççĕ, пархатарлă ĕçĕ çитĕнекен ăру валли хак-лă тупра пулса тăрать. «Тăрăн ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята илме тивĕçнĕ Алевтина Борисовна Волкова чылай кĕнеке авторĕ. «Пурнăç çулĕсем», «Вăрçă вут-тăвăлĕ витĕр», «Алкай йăхĕ малалла пырать», «Ентешсемпе мăнаçланатпăр» паха

Подробнее

Ачча территорийĕн пайĕ

Хисеплĕ ят парса чысланă Иртнĕ çулхи ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Ăна район 95 çул тултарнине, Раççейри Çĕршыв халăхĕсен культура еткерлĕхне тата республикăри Паллă çынсен çулталăкне халалланăччĕ. Уявăн официаллă пайĕнче сцена çине Ачча ялĕнче пурăнакан Владимир Мясников та хăпарчĕ, ăна Канаш ен тăрăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе

Подробнее

Атнаш

Егоровсен çемйин савăнăçĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Атнаш ял территорийĕнче пурăнакан Егоровсен нумай ачаллă çемйине хаклă парнепе тивĕçтернĕ. Вĕсене республика бюджечĕ шучĕпе хăтлă та капмар çурт хăпартса панă. Çурт-йĕр условине патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли черете Егоровсем 2014 çулта тăнă, раштав уйăхĕнче вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ялти çурт хулари хваттертен пĕрре те кая мар, унта

Подробнее

Асхва

Ял-сала сăн-сăпачĕ çулсерен илемленсе пырать. Федераци, республика тата вырăнти бюджет вăйĕпе йăла çурчĕсене, халăх йышлăн пуçтарăнакан вырăнсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Активистсем тăрăшнипе кашни ялта тенĕ пекех пĕлтерĕшлĕ чылай проект хута каять. Çут çанталăк тусĕсем йывăç-хунав лартса парксемпе аллейăсем чĕртсе тăратаççĕ. Чăн та, хамăр патăмăрта пулса иртекен ырă улшăнусем куç умĕнче.

Подробнее