Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Новости > СССР ВДНХн Ылтăн медальне илме тивĕç пулнă

СССР ВДНХн Ылтăн медальне илме тивĕç пулнă

Кăçал юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Ленинла комсомол йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Çак çулсенче совет çамрăкĕсен темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем çĕршывăн мăнаçлăхне çĕкленĕ, экономикине аталантарнă, наукăпа культурăра пысăк çитĕнÿсем тунă, космоса вĕçнĕ тата ытти те. Çав çамрăксен йышĕнчен паллă ăсчахсемпе общество деятелĕсем тухнă, çавăн пекех пысăк наградăсене тивĕçнисем те сахал мар. Çав тапхăрта палăрнă çынсем пирĕн районта та пур, юбилей дати тĕлне вĕсемпе сире паллаштаратпăр.
Долгов хушаматлă çынна районти аслăрах ÿсĕмри çынсем кăна мар, ман çулхисем те лайăх пĕлеççĕ. Канаш енре çеç-и, республикăн ытти тăрăхĕсенче те ăна паллакансем нумаййăн пулни пĕрре те иккĕлентермест. Долгов тесен çынсем тÿрех “Канаш” хуçалăх çинчен сăмах пуçарнă, “Канаш” тесен — Долгов çинчен. Çак икĕ ят пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăнура тăраççĕ.
Çулсем шыв юххин иртсе каяççĕ, апла пулин те Валерий Васильевич çамрăк чухнехилле патвар, кĕрнеклĕ, унра вăй, хастарлăх тапса тăрать. Çак хавхалану нумай-нумай çул ан иксĕлтĕрччĕ. Унăн ырă, ăслă канаш-сĕнĕвĕ çынна пурăнма, ĕçлеме вăй-хăват кÿрет.
Валерий Долгов Сиккасси ялĕнче 1954 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче çуралнă. Çемье йышлă пулнă, ачасем мĕн пĕчĕкрен йывăр ĕçре пиçĕхнĕ. 1971 çулта ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен В. Долгова кунтах хăварнă, директорăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Çулталăкран çамрăка çара илнĕ, хĕсметри икĕ çула Валерий Ленинград хулинче ирттернĕ. Çартан таврăнсан Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ.
— Пурнăç çăмăл пулман. Çынран ытлашши пуян та пурăнман. Атте, вăрçăран йывăр аманса таврăннăскер, нумай пурăнаймарĕ, вилчĕ. Эпĕ ун чухне иккĕмĕш класс пĕтернĕччĕ. Аслă пичче хуçалăхра тĕп инженер пулса ĕçлетчĕ. Манпа пĕр тăвансенчен медицинăра, чукун çул çинче ĕçлекенсем пулнă. Анне пĕрмаях: “Кур-ха, ялта кам колхозра, механизаторта ĕçлет, çавсем лайăх пурăнаççĕ, вĕсен тырă та пур, утă-улăм та çителĕклĕ”, — тетчĕ. Аннене ултă ачана пĕччен ÿстерме питĕ йывăр пулнă вĕт. Çавăнпа та салтакран таврăнсан тÿрех ял хуçалăх институтне вĕренме кайрăм. “Канаш” колхоз председателĕ Василий Игнатьевич Дмитриев пире институтра вĕреннĕ чухнех пырса пăхнă, паллашнă. Институтра тăватă çул студсовет председателĕ пулнă чухне те хама кăтартнă пулмалла. 1980 çулта диплом илсе тăван яла, Сиккассине, таврăнсан “пире кунта агроном кирлĕ мар” терĕç, вара мана “Канаш” колхоза ячĕç. Унта питĕ лайăх йышăнчĕç, агронома, каярахпа тĕп агронома лартрĕç, — кăмăллăн аса илчĕ иртнĕ вăхăтсене Валерий Васильевич. — Вăт çак çултан пуçласа манăн пĕтĕм пурнăçăм ял хуçалăхĕпе çыхăннă. 1983 çулхи сентябрьте Василий Игнатьевич сарăмсăр вилсе кайсан колхоз правленийĕ мана хуçалăх председательне суйларĕ. 2011 çулччен, 28 çул хушши, колхоз председателĕнче ĕçлерĕм. 2011 çултанпа паян кунччен — район администрацийĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.
Валерий Васильевичăн хастарлăхĕ кашни утăмрах палăрса тăнă. Хăй те лăш курман, çынсене те ĕçлеттерме пĕлнĕ. Çавăнпа çитĕнÿсем те курăмлă пулнă. “Канаш” колхоз ячĕ таврара кăна мар, пĕтĕм республикипе кĕрлесе тăнă. В. Долгов çинчен пухнă досьепе паллашсан унта тĕлĕнмелли нумай. 1982 çулта кашни гектартан 42,3 центнер тĕш тырă, 320 ц çĕр улми, 856 ц выльăх кăшманĕ пухса кĕртнĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Валерий Васильевич Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ пулса тăнă, ытти наградăна та тивĕçнĕ.
— Ĕçлес интерес пысăкчĕ. Куллен ĕçе 300-400 çын тухатчĕ. Кăçал нумайрах ĕçлесе илсен тепĕр çул тата тăрăшарах ĕçлес килетчĕ. Нумайрах тупăш илсен çынсене ĕç укçи ытларах пама пулатчĕ. Стажшăн та хушса тÿлеттĕмĕр. Ĕçлекенсем валли условисем туса пама тăрăшнă. Бассейн, çăвăнмалли, кану пÿлĕмĕсем, сауна турăмăр. Колхозра кăлпасси, макарон тăвакан, пулă тĕтĕмлекен цехсем, пекарьня хута ятăмăр, хамăрăн магазинсем, парикмахерски, медпунктсем пулнă. Ялти çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса панă. Выльăх пăхакансем икĕ сменăпа ĕçлетчĕç. Çамрăксем ялта юлччăр тесе нумай тăрăшрăмăр… Самана улшăннă май çаксем пĕтрĕç. Çынсем урăх вырăнсене укçа тума çÿреме пикенчĕç, — тет Валерий Васильевич.
“Канаш” колхоза республикăн тĕрлĕ районĕсенчен кунти опытпа паллашма выльăх пăхакансем, механизаторсем час-часах килсе çÿренĕ. Республика шайĕнчи семинар-канашлу мĕн чухлĕ иртмен-ши тата; Выльăхсем валли витаминпа пуянлатнă апат хатĕрленипе, пăрусене “сивĕ меслетпе” çитĕнтернипе паллашма ăçтан кăна килмен пулĕ; 1982, 1984, 1985 çулсенче экономика планне пурнăçланăшăн “Канаша” РСФСР Министрсен Совечĕн тата ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе наградăланă. 1986 çулта вара 12-мĕш пилĕк çуллăх планĕсене тултарнăшăн КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. Ăна хуçалăхра яланлăх управа хăварнă. “Канаш” колхоза вара СССР ВДНХн Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Калаçу вăхăтĕнче Валерий Васильевич хăйне панă наградăсем çинчен пĕрре те асăнмарĕ. Ытларах хуçалăх ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ. 1985 çулта В. Долгова СССР ВДНХн Ылтăн медалĕпе чысланă, 1996 çулта — Халăхсен туслăхĕн орденĕпе. Хисеп грамотисем, тĕрлĕ паллă темĕн чухлех, пурне те асăнмăпăр та.
Хисепе чăннипех те тивĕçлĕ çын Валерий Васильевич. Çĕр ĕç культурин шайне вăл 80-мĕш çулсенчех çав тери çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă. Вырăнтах ăста кадрсем хатĕрленĕ. Вăл çине тăнипе районта чи малтан, 1994 çулта, Чакаç, Тури Юнтапа, Мăкăр, Çĕнĕ Мами, Кармами выççăлккисенче çут çанталăк газĕпе усă курма пуçланă. Ытти ялсенче ун чухне газ çинчен ĕмĕтленме пултарнă-ши; “Кăвак çулăм” ырлăхĕ ялсене 21-мĕш ĕмĕре кĕрсен тин сарăлма пуçларĕ.
Колхоз вăйĕпе фермăсемпе мехпарксен территорийĕсене кăна мар, кунти ялсене çити асфальт çулсем сарнă. Чакаç тăрăхĕнче пурăнакансен, тем тесен те, Валерий Васильевичăн пархатарлă ĕçĕсене манмалла мар. Вăл тăван ялшăн питĕ нумай тăрăшнă.
Икĕ хутчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă В. Долгова. Хăйне шаннă кирек мĕнле ĕçе те тивĕçлипе пурнăçланă вăл. Саккунсем йышăннă çĕре те хутшăннă.
— Çăмăл пулмарĕ пурнăçăм. Аса илетĕп те халĕ, пĕр канмалли кун та, пĕр праçник те пулман. Çур акине вăхăтра ирттермелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, çитĕнтернĕ тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртмелле, суха тумалла, вăрлăх хатĕрлемелле, фермăсенче юсав ирттермелле. Пĕрмай çынпа пĕрле. Уйра, фермăра, паркра… Тивĕçлĕ канăва тухсан канатăп пулĕ-ха, — тет Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Валерий Васильевича пысăк хавхаланупа ĕçлеме мăшăрĕ Антонина Васильевна пулăшса пыни куç кĕрет. Вăл упăшкин ĕçĕ йывăр та яваплă пулнине питех те лайăх ăнланать. Пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланулăх, килĕшÿ йывăрлăхсене тÿссе ирттерме май парать те ĕнтĕ. Долговсен пĕри çĕр ĕçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет пулсан, тепри, Антонина Васильевна, ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре нумай çул вăй хурать. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем Оксанăпа Наташа, ывăлĕ Владимир аслă пĕлÿ илнĕ. Кашниех хăйне тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупнă, хисепе те тивĕçнĕ.
Валерий Васильевичпа Антонина Васильевна — кукаçипе кукамай, асаттепе асанне. Ултă мăнук вĕсен. Ача-пăча, мăнуксем сывă та телейлĕ пулни ĕçри мĕн пур йывăрлăха мантарать. Вĕсем чĕвĕлти сассипе калаçса çепĕç аллисемпе çупăрлаççĕ те чун-чĕре ирĕлет тейĕн. Çак туйăм пирĕн пултаруллă ентеше куллен вăй, сывлăх парса тăтăр.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *