Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Новости > Ырă кунсемпе усă курса юласшăн кашни çĕр ĕçченĕ

Ырă кунсемпе усă курса юласшăн кашни çĕр ĕçченĕ

Çанталăк типĕ те шăрăх тăни, техника кал-кал ĕçлени тырă-пула хăвăрт  пухса кĕртме май парать. Çак ырă кунсемпе усă курса юласшăн кашни  çĕр ĕçченĕ.

Паянхи куна «Пионер» агрофирма 190, 67 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене   вырса çапнă, гектартан илекен вăтам тухăç —  44-46 центнер. 13 номерлĕ уйра, 126, 99 гектарлă ана çинче,  58 центнер кĕрхи тулă вырса çапнă. «Ку — кăçалхи çул – рекорд», — пĕлтерчĕ агрофирма «Пионер» ертÿçи Николай Германович Николаев. 

Вырма кĕрхи тулă пуссинче анлă сарăлнă.  Уйра  4 комбайн ĕçлеççĕ. Васильев К., Иванов В., Елизаров И., водительсем  икĕ КАМАЗ автомашинăсемпе тата ХМЗ-тракторпа ылтăн тырăна  комбайнсем патĕнчен пĕр тăхтаса тăмасăр йĕтем çине туртттараççĕ. Кунта КЗС (тырă тасатса типĕтекен агрегат) витĕр тухнă тырăна тÿрех склада вырнаçтараççĕ, вырăнта 4 оператор тăрăшать (Охотников Д., Тимофеев А., Павлов С., Кузьмин А.), агрегат   пĕр чарăнми ĕçлет.

Вырса пухнă анасем çинче çĕре тÿрех вакласа вĕтетсе (дисковани)  пыраççĕ.

Ĕç кал-кал пыни пурне те савăнтарать.

Шальтямское сельское поселение Канашского района

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code