Понедельник, 14 октября, 2024
Главная > Публикации > Шăпа пÿрнĕ телей

Шăпа пÿрнĕ телей

Кăшнаруй ялĕнче пурăнакан Петр Константинова тахçантанпах пĕлетĕп. Ăна районта ирттерекен уявсенче тата спорт ăмăртăвĕсенче час-часах курма пулать. Кăçал хастар ветеран юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче 73 çул тултарчĕ.
Петр Иванович Кăшнаруй ялĕн старости пулса 11 çул ĕçлет, çавăн пекех вырăнти ветерансен канашне те ертсе пырать.
— Эпир ял халăхне кăсăклантаракан ыйтусене йышпа татса пама хăнăхнă. Пирĕн ялăн кашни урамăн хăйĕн ертÿçи пур. Валентина Якимова, Таисия Максимова, Надежда Михайлова, Надежда Матросова комитет ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, — каласа парать Петр Константинов. — Юлашки çулсенче ял таврашĕнчи пилĕк уй хапхине тĕпрен юсанă, виçĕ çăл тасатнă, 2017 çулта ял урамĕсенче пĕр юпа урлă çутă хатĕрĕ çакнă. Çак асăннă ĕçсене ял çыннисем хастар хутшăнчĕç, уйрăмах Олег Ананьев, Сергей Сергеев, Герман Смирнов, Алексей Якимов, Алексей Дмитриев, Валерий Ефимов пысăк пулăшу кÿчĕç.
2016 çултанпа Кăшнаруй ял тăрăхне Владимир Иванович Максимов ертсе пырать. Хăй вăл Шуркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хастар тата пултаруллă ертÿçĕ ял тăрăхĕнчи 12 яла (Кăшнаруй, Аслăял, Улаксар, Тури Сурăм, Анат Сурăм, Зеленовка, Йĕрĕхçырми, Пушарпуç, Шăхаль, Шуркасси, Ямпах, Ешкилт) пысăк пулăшу кÿрет.
Кашни ялăн хăйĕн çыннисем, сăн-сăпачĕ, çырми-çатри, пĕвисемпе юхан шывĕсем. Вĕсен кун-çулĕпе шăпи те тĕрлĕрен. Пур çĕрте те пурнăç пĕр тикĕс пымасть, кăлтăксем тупăнсах тăраççĕ. Владимир Иванович вĕсене татса панă çĕре хастар хутшăнать, ял çыннисем çакăншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» каларăша тĕпе хурса ялта музей уçма палăртатпăр. Ăна валли ялти Культура çуртĕнче ятарласа пÿлĕм уйăрнă. Экспонатсене пуçтарса çитернĕ. Иртнĕ çул ялти пĕр пĕве умне 20 автомашина тăпра тăктартăмăр, халĕ ăна якатса валак хума палăртатпăр…
— Петр Иванович, кăçал чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче сирĕн çемьере паллă пулăм пулса иртнине пĕлетĕп. Эсир Анастасия Ивановнăпа çемье çавăрнăранпа аллă çул çитрĕ.
— Çапла, вăхăт пĕр сисĕнмесĕр малалла шăвать, унтанпа чăнласах та аллă çул иртсе кайрĕ. Юратнă мăшăрăм хĕрĕх çула яхăн Канашри 25-мĕш тата 21-мĕш номерлĕ лавккасене пĕр улшăнмасăр ертсе пычĕ.
Петр Ивановичпа Анастасия Ивановна виçĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Асли, Наталия, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Канаш хулинче ĕçлесе пурăнать. 1971 çулта çĕр çине килнĕ Лариса шкул хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Каярах И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист пĕр вăхăт Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ ача-пăча больницин педиатри уйрăмĕнче тăрăшнă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта ачасен сывлăхне тĕрĕслекен участокри врач пулса ĕçлет. Унăн çитĕнĕвĕсене республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те пысăк хак панă. Виççĕмĕш хĕрĕ те, Ольга, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Малтан Ленинград хулинчи пĕр вăтам шкулта ачасене географи предметне вĕрентнĕ. Каярах Болгари каччипе паллашнă, пурăнма унта куçса кайнă. Мăшăрĕ программист пулса ĕçлет, вĕсен икĕ хĕр çитĕнет. Петр Ивановичпа калаçса ларнă хушăра Болгаринчен шăнкăрав килчĕ.
— Ачасем пурте шăнкăравласах тăраççĕ. Пĕрре Болгарине кайса курас ĕмĕт те пур-ха, — вăрттăнлăха уçать юлташăм.
Халĕ хăйĕн çинчен каласа кăтартам-ха. Петр Иванович 1959 çулта Кăшнаруйĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1964 çулччен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. 1975 çулта Мускаври аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1965-1968 çулсенче Украинăри Ровно хули çывăхĕнче хĕсметре тăнă, взвод командирĕ пулнă. Çав вăхăтрах Львов хулинчи çарпа политика офицерсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Салтакран кĕçĕн лейтенант званипе таврăннă, халĕ — отставкăри капитан.
Тăван тăрăха таврăнсан райĕçтăвком председателĕ Егор Васильевич Роштов яша Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи «Вперед» колхозра агроном ĕçĕсене пурнăçласа пыма сĕннĕ. Çамрăк специалист шаннă ĕç патне пысăк яваплăхпа пынă. 1968-1979 çулсенче райком комитетĕнче инструктор, пропагандăпа агитаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ.
— 1979 çулта Ухманти Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма суйласа лартрĕç. Районти кая юлса пыракан хуçалăхсенчен пĕриччĕ вăл, — аса илет Петр Константинов. — Бригадăна питĕ нумай çын тухатчĕ. Çак çăмăл мар ĕçре Ухман ял Совечĕн председателĕ Иван Алексеевич Алексеев питĕ нумай пулăшса пычĕ. Каярах мана районти ял хуçалăх управленине куçарчĕç, кадрсен пай пуçлăхне лартрĕç. Çитмен ял юлмарĕ, кашни ялтах паллакан çынсем пур. 1988-1992 çулсенче «Колос» агрокомбинатра вăй хутăм. Ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Павел Егорович Романов нумай пулăшрĕ. Михаил Федорович Игошинпа ĕçлеме питĕ кăмăллăччĕ. Çынна ăнланакан, ĕç майне пĕлекен ертÿçĕччĕ вăл. 1992 çулта районта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хута кайсан мана унта ĕçлеме куçарчĕç. Çак центр директорĕ пулса 2000 çулччен ĕçлерĕм.
2001-2003 çулсенче Петр Ивановича Пайкилт тăрăхĕнчи «Цивиль» хуçалăха ертсе пыма шаннă. Унтан вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те алă усса ларман, Канашри банк инкассацин участок пуçлăхĕнче, Канашри «Лакокраска» строительство цехĕн начальникĕнче тăрăшнă.
Петр Ивановичпа Анастасия Ивановна мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе чун-чĕререн савăнаççĕ. Çак туслă мăшăр чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче тус-тăванĕпе пĕлĕшне тулли кĕрекене пуçтарчĕ. Пурнăç çулĕпе юнашар 50 çул пĕрле утакан Константиновсене çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *