Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Халĕ пирĕн те истори кĕнеки пур

Халĕ пирĕн те истори кĕнеки пур

Пирĕн Тăван çĕршыв, тăван тăрăх историйĕн страници мĕнрен пуçланать-ха? Несĕлĕмĕрсен пурнăçĕ, шăпи еплерех пулнă? Çакна камран ыйтса пĕлмелле, ăçта шырамалла? Пирĕн халăхăн кун-çулĕ мĕнлерех килсе тухнă? Пĕтĕмпех интереслĕ, пурне те пĕлес килет. Эпир халĕ Шуркасси сали мĕнле пуçланса кайнине пĕлетпĕр.
Шуркассинчи кĕнеке валеçекен пунктра Иван Захаровăн «Шуркасси ялĕн историйĕ» кĕнекин премьери пулчĕ. Мероприяти валли кĕнеке авторĕ çинчен «Пултаруллă, ĕçчен, хастар ентеш И.И. Захаров» выставка хатĕрлерĕмĕр. Иван Захаров Шуркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăл историк те, литература тĕпчевçи те мар, вăл — шăл тухтăрĕ, медицина службин капитанĕ. Ял пуçланса кайнине тĕплĕн çырса кăтартас тесе нумай-нумай материал пухса хатĕрленĕ. Çак ĕç вара пĕтĕмпех Иван Иванович хăйĕн аслашшĕн Захар Якимовичăн ал çырăвне тупнă хыççăн пуçланнă. Вунă çул хушши вăл ялти ватăсен, ашшĕн Иван Захаровичăн аса илĕвĕсене çырса илнĕ. Архивра нумай материал тĕпченĕ. Кĕнекене кун çути кăтартас тесе автор сĕре нумай ĕçленĕ. Акă паян эпир ăна алла илсе кашни страницине тимлĕн вулатпăр, тишкеретпĕр. Иван Иванович кĕнекене Шуркассинчи вăтам шкула тата ял библиотекине парнелерĕ.
Кĕнеке карттăсемпе, ал çырăвĕсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе питех те пуян. Ял пуçланса кайнин тата ун таврашĕнчи ялсен историйĕ темиçе пайра сăнланнă. 18-мĕш ĕмĕртен пуçласа статистика кăтартăвĕсем илсе панă. Автор Захаровсен йăхĕ çинчен те туллин çырнă.
Кĕнеке премьерине Иван Ивановича хăйне, Чăвашкредитпромбанк директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Владимир Васильевич Гурьева, çарăн отставкăри майорне Евгений Варфоломеевич Пальмова, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Иванович Максимова, учительсене, ял-йыша чĕнтĕмĕр.
Мероприятие Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕ-сен «Хĕлхем» фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Шкул ачисем сăвă вуларĕç. 11-мĕш класс вĕренекенĕсем Владимир Федорович Миронов педагог ертсе пынипе яшсене салтака ăсатнине питĕ ăста кăтартса пачĕç. 10-мĕшсем Людмила Николаевна ертсе пынипе «улах ларчĕç». Авалхи йăла-йĕркене халăх умне кăларни питех те пархатарлă ĕç, вĕсем кашни çыннах тыткăнлаççĕ. Несĕлĕмĕрсем пурăннă тапхăра илсе çитереççĕ.
Иван Захаров кĕнеке кăларас ĕç мĕнрен пуçланнипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ентешĕн юлташĕсем В. Гурьев, Е. Пальмов, В. Сидоров сăмах илчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванович Иван Ивановича Шуркасси енче пурăнакансемшĕн пысăк ĕç тунине палăртса Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.
Мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Шуркасси шкулĕн вĕрентекенĕ-семпе вĕренекенĕсене, хамăр тăрăхри культура ĕçченĕсене, Марина Лаврентьева техслужащие, клуб канашĕн пайташне Ирина Степановăна питĕ пысăк тав. Ентешĕн ĕçне — кĕнекене пахалама килнĕ ял-йыша та пысăк тав. Иван Иванович Захарова пысăк тав, халĕ эпир те хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен кун-çулне, пурнăçне пĕлетпĕр. Халĕ пирĕн те тăван ялăн тĕпченĕ историйĕ пур.

Людмила ФИЛИППОВА
Шуркасси

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *