Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Финалта çĕнтернĕ

Финалта çĕнтернĕ

Республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнче «2019 çулхи чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ» республика конкурсĕн финалĕ иртнĕ.
Унта Канаш енрен районти Культура çурчĕн куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн хореографĕ Ольга Аристархова хутшăннă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Сăмах май, Оля ташăпа мĕн пĕчĕкрен туслă. Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăл Канаша ташлама вĕренме çÿренĕ. Каярах хăй те çак шкулти хĕрачасем валли ташă кружокĕ йĕркеленĕ. Ун патĕнче нумай-нумай ача ташă ăсталăхне алла илме пултарнă. Оля тем тĕрлĕ ташă та лартать, районти уявсене ташласа илемлетет.
Маттур пикене пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code