Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чи лайăххисенчен пĕри

Чи лайăххисенчен пĕри

Нумай пулмасть «Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх ертÿçĕсем» Пĕтĕм Раççейри конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Вăл пилĕк тапхăрпа иртнĕ. Конкурса çĕршывăн мĕнпур регионĕнчен 30 пин ытла заявка панă. Жюри ĕçсене пахаланă чухне питĕ нумай критерие шута илнĕ. 548 çĕнтерÿçе палăртнă, вĕсен шутĕнче Шăхасанти «Искорка» ача сачĕн заведующийĕ Регина Сергеева та. Регина Титовна çак учрежденире нумай çул ĕçлет. Вăл ертсе пынипе садик коллективĕ тĕрлĕ фестиваль-конкурсра пысăк çитĕнÿ тăвать. РегинаТитовнăна çĕнтерÿпе саламлатпăр, ÿлĕм те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *