Пятница, 4 октября, 2024
Главная > Публикации > Ĕмĕчĕсем çунатлă

Ĕмĕчĕсем çунатлă

Сергей Анатольевич Пушковпа Татьяна Ивановна Жадько Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнаççĕ, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Асли, Лена, шкул пĕтерсе пурнăç çулне суйласа илнĕ ĕнтĕ, Шупашкарти çыхăну техникумĕнче вĕренсе специальность илнĕ, ĕçлет. Кĕçĕнни, Ирина Пушкова, Катек вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренет.
Яланах хаваслă вăл, пит-куçĕ хĕвел пек ялкăшать. Çивĕч хĕрача пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест, çамрăк космонавтсен юхăмне хастар хутшăнать, ташлама, ÿкерме, тĕрлĕ ал ĕçĕ тума кăмăллать, районти тата республикăри конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса шкул сумне çĕклет. Хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ха пике, епле вăй-хал çитерет? Çулĕ те тăххăрмĕш-семшĕн яваплă-çке-ха, хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш документ, аттестат, илме хатĕрленеççĕ. Çакăн пирки эпир Иринăран хăйĕнчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.
— Вăхăчĕ, чăн та, хĕсĕкрех кăçал. Аттестатлă пулас тесен тăватă экзамен тытмалла. Çапах та чун киленĕç ĕç валли те вăхăт уйăрас килет. Пĕрремĕшĕнчен, ал ĕçĕ туса эпĕ пăлханнине, кун каçа ывăннине ирттерсе яратăп. Иккĕмĕшĕнчен, çак ĕçсемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнма пултаратăп. Виççĕмĕшĕнчен, ăмăртусене ха- тĕрлекен вĕрентекенĕмсен шанăçне те тÿрре кăларас килет. Тăваттăмĕшĕнчен, кирек епле çитĕнÿ те хавхалану кÿрет, малалла ăнтăлма вăй-хал парать.
— Ирина пирĕн шкулăн чысĕ те мăнаçлăхĕ. Питĕ тăрăшуллă вăл. Уроксене те тĕплĕн хатĕрленсе килет, общество ĕçĕнче те хастар, — мухтать пикене класс ертÿçи Алевтина Юрьевна Васильева.
Ирина хăйне тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхма шут тытнă тейĕн. Спортпа туслă вăл, унта курăмлă çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çиччĕмĕш класран пуçласа хăвăрт утассипе кăсăкланма тытăннă. Спортăн çак енĕпе районти ăмăртусенче кулленех çĕнтерÿçĕ пулнă май Иринăна республика ăмăртăвĕсене те шанса яраççĕ. Хĕр унтан та çĕнтерÿпе таврăнать. Ирина Чăваш Республикин спорт министерствин II тата III cтепеньлĕ дипломанчĕ пулнипе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Хавхалану çунатлантарни те, хăвăрт утасси кăмăла кайнине туйса илни те хăйне спортпа туслашма хистенине хăпартланса аса илет пике. Халĕ вара ятарлă тренер пулмасан та хĕр тусĕсемпе кулленех тупăшусене кайма хатĕрленет.
Иринăн тепĕр киленĕçĕ – ал ĕçĕ тăвасси. Юратнă вĕрентекенĕ Наталья Валерьевна Семенова ертсе пынипе хĕрача çулсеренех технологи предмечĕн район, республика шайĕнчи олимпиадисене, ал ĕç конкурсĕсене хутшăнать. Ирина ĕçĕсене тĕрлĕ техникăпа ăсталать: çемçе теттесем, тĕрлĕ татăк-кĕсĕкрен, пир-авăртан пенопласт çине çирĕплетсе тунă картинăсем, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă чăваш хĕрĕн капăрлăх хатĕрĕсем, бисерпа тĕрленĕ е çăмран тунă картинăсем т.ыт.те. Сăмах май каласан, Ирина тĕрлĕ тĕслĕ çăмран амăшĕн портретне те калăпласа парнеленĕ. Ăстаçăсен аллинче кирлĕ мар япала та кил-тĕрĕшре усăллă пулса тăрать, кивĕ хаçат-журналтан карçинкка, савăт-сапа çыхаççĕ, машин ураписенчен шкул картишне илемлетме вазăсем туса лартрĕç, пластмасс савăтсенчен çил арманĕсем, уяв валли капăр теттесем ăсталарĕç.
Кăçал акă республика шайĕн- чи олимпиадăна кайма юрăхсăра тухнă çăрапа усă курса çăмран брошьсем турĕç. Çак ĕçĕн проектне çырса Ирина ăна тÿресем умĕнче хÿтĕлерĕ, олимпиада призерĕ пулса тăчĕ. Наталья Валерьевна пултаруллă педагог хăпартлантарнăран паян Ирина ĕçĕсемпе республикăра кăна мар, Раççей шайĕнчи конкурссенче те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. Хĕр портфолиойĕ пуян: дипломсенчен ытларахăшĕ 1-мĕш вырăн йышăннăшăн панисем.
Ирина çитĕнĕвĕсемшĕн юратнă вĕрентекенне тав тăвать: «Наталья Валерьевна Семенова — опытлă педагог. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – вăтăр тăватă çул. Вăтăр тăваттăшне те çакăнтах — Катек вăтам шкулĕнче ĕçлет. Технологи урокĕсенче нихăçан та кичем мар. Вĕрентекенĕмĕн ĕç пÿлĕмĕ – чăн-чăн ăсталăх лаççи, вăл музее аса илтерет. Хĕрарăм капăрлăхĕсем, шăрçа, мăй çыххи, тухйи, çи-пуçĕ, вазăсем, пĕчĕк арчасем, çăмран тунă картинăсем, теттесем, чăваш тĕрриллĕ сувенирсем… Çак ăсталăх тĕнчи пĕрремĕш урокрах тыткăна илчĕ мана. Çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах технологи кабинетне васкатпăр».
Хĕр-упраç çакăн пек тăрăшуллă пулнинче ашшĕпе амăшĕн тÿпи те пысăк. Ирина шăпах вĕсенчен тĕслĕх илет те ĕнтĕ. Иринăн амăшĕ фиалка ÿстерессипе кăсăкланать, хĕрĕ те ăна çак ĕçре пулăшса пырать. Çывăх çыннисен хавхалантаракан сăмахĕсем, сĕнÿ-канашпа пулăшни нимрен паха. Ку вара ăмăртура çеç мар, пурнăçра та çĕнтерÿçĕ пулма çунатлантарать.
Пулас профессийĕ пирки ыйтсан Ирина çакăн пек хуравларĕ: «Вăхăт пур-ха. Малтанах вăтам шкул пĕтересчĕ, унтан И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультетне çул тытасшăн».
Ăнăçу пултăр сана, Ирина, çунатлă ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр.

Зоя ПЕТРОВА,
Катек вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *