Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Фермер малашлăха пăхса ĕçлет

Фермер малашлăха пăхса ĕçлет

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче Макаров хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕне ферми ĕçлеме пуçлани çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Мăйракаллă шултра выльăх кÿрсе киличчен фермерăн унта пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттерме тивнĕ. Фермăра выльăх-чĕрлĕхе апатлантармалли комплекса хута янă, çавăн пекех паллă фирмăн сĕт сумалли хатĕрĕпе сивĕтмĕшне вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра строительсем выльăх пăхакансем валли икĕ хутлă кирпĕч çурта хута ярассипе ĕçлеççĕ. Çитес вăхăтра пăру вити тума тытăнĕç. Çакă Алексей Николаевич фермер малашлăха пăхса ĕçленине тÿрремĕнех çирĕплетет.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 131 пуç, вĕсенчен 83-шĕ ĕнесем. Ĕнесен йышне тата сăвăм шайне ÿстерес тĕллевпе фермăна нумаях пулмасть ăратлă 29 пушмак пăру кÿрсе килнĕ. Çамрăк выльăха Киров облаçĕнчи «Суворовское» тулли мар яваплă пĕрлĕхре туяннă. Пушмак пăрусем çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче пăрулама пуçламалла.
Ферма заведующийĕ Сергей Леонтьев пĕлтернĕ тăрăх, фермăра ултă çын ĕçлет. Вĕсем пурте вырăнтисем, çав вăхăтрах Ухман ялĕнчен килекенсем те пур. Ĕнесене хальлĕхе пĕр çын сăвать, вĕсем кашни пăруласассăн дояркăсен шучĕ ÿсĕ. Хуçалăхра паянхи кун талăкра 400 литр сĕт сăваççĕ, ăна 3-4 кунта пĕрре Комсомольски салине ăсатаççĕ. Ятарлă сивĕтмĕш продукцие пахалăхлă упрама май парать. Фермер выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ĕç укçипе кÿрентермест, уйăхсерен вăтамран 16-20 пин тенкĕ тÿлесе пырать, канмалли кунпа тивĕçтерет.

Артемий МЯСНИКОВ
автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code