Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чун-чĕре ăшши — ачасене

Чун-чĕре ăшши — ачасене

Тунтикун — Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Ăна çулленех утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă. Тĕпчевçĕ-сем историе кĕрсе юлнă çак мăшăр вăтам ĕмĕрсенче пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Петрпа Феврония чăн-чăн юратăвĕпе, пĕр-пĕрне чунран парăнса, ăнланса пурăннипе мĕн пур мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăнă.
Кил вучахне пурнăç тăршшĕпех вăй-хăват парса тăракан çемье паян та сахал мар. Патшалăх та çемье ыйтăвне тĕп ыйтусен шутне кĕртсе унăн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет.
Çемье ăшши, хăвачĕ кашни çыннах кирлĕ. Пурнăç ăнăçлă пуласси те чылай енчен йĕркеллĕ кил-йышра ÿснинчен килет. Ашшĕ-амăшĕн воспитанири пĕлтерĕшĕ пысăк. Кашни ачан çемьере ÿсмелле тени пуш сăмах мар. Çавăнпа патшалăх хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене çемьене вырнаçтарма тăрăшать. Юлашки çулсенче ачасене воспитание илсе ÿстересси вăй илчĕ. Чылайăшĕ вĕсене тăван тĕпренчĕкĕсенчен уйăрмасăр, юратса пăхать. Кил ăшшинче ачасем ырă йăла-йĕркене, аслисене хисеплеме, çемье чысне упрама вĕренеççĕ. Ку вĕсене çитĕнсен пурнăç, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса çемье çавăрас, ура çинче çирĕп тăрас тĕлĕшпе пулăшатех.
Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи Шăхасан выççăлкинче пурăнакан Алексеевсем, Любовь Анатольевнăпа Леонид Никифорович, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă икĕ ывăл ачана хăйсен çуначĕ айне илнĕ. Асли Даниил кăçал саккăрмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ, Ярослав çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче виççĕмĕш класа кайма хатĕрленет. Алексеевсем хăйсем патне илнĕ чухне вĕсем шкула та çÿремен. Кунта ачасене чăннипех юратни пур енчен те сисĕнет: ачасен хăйсен пÿлĕмĕ, вĕренме, ĕçе хăнăхма пур услови те пур. Пÿртре хулари хваттерти пекех.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран ачасем ашшĕ-амăшне хаваспах пулăшнине палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснин пархатарĕ пысăк. Любовь Анатольевнăпа Леонид Никифоровича çемьене упраса нумай çул телейлĕ пурăнма ырă сунатпăр.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *