Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусене вырăна тухса тишкернĕ

Çивĕч ыйтусене вырăна тухса тишкернĕ

Кăçал пирĕн районта тăватă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла .
Строительство документĕнче кăтартнă графикпа килĕшÿллĕн вĕсен сентябрĕн 1-мĕшĕнче
пациентсене йышăнма пуçламалла. Унччен вара шăп та лăп пĕр уйăх вăхăт пур. Стройкăсем  мĕнле пынипе юнкун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов районăн тĕп тухтăрĕпе Сергей Шернепе пĕрле вырăна тухса паллашрĕ. Рейдăн тĕп тĕллевĕ ĕç вăхăтĕнче сиксе тухакан çивĕч ыйтусене шута илсе вĕсене май пур таран кĕске вăхăтра татса парасси пулчĕ. Çавăнпа та Виталий Валерьевич строительствăн  кашни объектĕнчех мĕнле те пулин проблема  пурри-çуккипе интересленчĕ.
Чи малтан Тури Юнтапара пулчĕ. Кунта ФАПăн кăшкарне вырнаçтарса лартнă, тăррине витнĕ, тул енчен сарă тĕслĕ профнастилпа çапнă. Ĕçсене пурнăçлакан «СтройСанТех тройСанТех» подрядлă организацин ертÿçи Сергей Николаев  каланă тăрăх, финанс ыйтăвĕ ĕçе чарса тăрать.
Вăрăмпуçĕнчи фельдшерпа  акушер пунктне Канашри «Геолог» ООО тăвать. Ял тăрăхĕн пуç-
лăхĕ Андрей Степанов  асăннă предприятин ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çурта туса пĕтернĕ-
пе пĕрех, шалтан стенасене гипсокартон  çапса шпаклевка сĕрсе якатмалла , ФАП тавра хăтлăлатмалла, канализаци кăлармалла. Августра ĕçсене пĕтĕмпех туса пĕтерессине шантарсах каларĕ.
Вăрăмпуçĕнчи шкулта та пысăк стройка пырать, шкул çумне спорт залĕпе столовăй тĕксе тăваççĕ.
Кунтаĕç чăн-чăнах вĕресе тăрать: каменщиксем çуртăн стенисене  купалаççĕ, экскаватор  çĕр чавать, садикра ĕçлекенсем ачасем вылямалли  вырăнсене капăрлатаççĕ. Сăмах май, кăçал шкулти ача садĕнче те юсав иртнĕ, чÿречесене ылмаштарнă.
Ниме бюджечĕ те ăнăçлă ĕçлет ку тăрăхра. Масар çине тăванĕсене юлашки çула ăсатма килнĕ
çынсене кĕрсе тухма тăпăл-тăпăл кăна капăр çурт туса лартнă.
Маякра çуртăн каркасне  вырнаçтарса пĕтернĕ. Йывăрлăхсем пуррине каламарĕç строительсем.
Вĕçех йĕркеллĕ, вăхăтра туса пĕтеретпĕр терĕç.
Ушанарта  ФАПăн никĕсне янă. Стройматериалсене кÿрсе хунă. Строительсем  эпир пынă кун кăна ĕçлеме килнĕччĕ. «Кÿршĕ районти объекта ĕнер кăна туса пĕтертĕмĕр, çавăнпа кунта паян кăна килтĕмĕр. Пăшăрханма кирлĕ мар, вăхăтра, пахалăхлă туса пĕтеретпĕр», _ шантарчĕç вĕсем.
«Депутат контролĕ» рейдăн усси куç кĕрет, В. Ивановпа  С. Шерне подрядчиксемпе  калаçса чылай ыйтăва вырăнтах  уçăмлатрĕç.

Ирина Андреева

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code