Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял хăтлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Ял хăтлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Сухайкасси ял тăрăхĕнче кулленех ялшăн усăллă мĕнле те пулин ĕç тăваççĕ. Юлашки пĕр-икĕ эрнере кăна-ха кунта пысăк калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ темиçе ĕç пурнăçланă.
Огушпа Çĕнĕ урамсем хушшинчи çырмана икĕ пăрăх хурса пĕвеленĕ. «Хавас» лавкка хуçи Александр Данилов 9 метр тăршшĕ икĕ пăрăх туянма пулăшнă. Ял çыннисем ăна çакăншăн чунтан тав тăваççĕ. Пĕвене майĕпен шыв тулса пырать. Унăн хальлĕхе ят çук, çавăнпа чи илемлĕ ят парассипе конкурс ирттереççĕ. Сăмах май, сухайкассисем ялти кашни пĕве-кÿлĕ çывăхне унăн ятне, кĕске историне, пĕвене йĕркене кĕртме пулăшнă çынсен списокне çырнă табличка вырнаçтарма йышăннă.
Мурзыванпа Çĕнĕ урамсен хушшинчи пĕвене те, 90 метр тăршшĕ çул сыпăкне те юсанă. Çичĕ камаз ваннă кирпĕч илсе килсе Сугай урамĕнчи çула йĕркене кĕртнĕ. Тата темиçе машина тиесе килме палăртаççĕ-ха. Çак ĕçсене тума асăннă урамра пурăнакан Сергей Алексеев 25 пин тенкĕ уйăрнă.
Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем вара пĕрле пуçтарăннă та субботник ирттернĕ: ача-пăча площадки тавра 35 метр тăршшĕ карта тытса çавăрнă.
Сăмах май, Пĕтĕм раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн «Обеспечение эффективной «обратной связи» с жителями муниципальных образований, развитие территориального общественного самоуправления и привлечение граждан к осуществлению (участию в осуществлении) местного самоуправления в иных формах» номинацире ял тăрăхĕсен хушшинче Сухайкасси ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Павел Семенов) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Паллах, ĕçлемесĕр пулмасть çакăн пек çитĕнÿ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти халăхпа ăнланса, килĕштерсе ĕçленине çирĕплетет ку çĕнтерÿ.

Влада МИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *