Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тунсăхлама вăхăт çук

Тунсăхлама вăхăт çук

Ялти культура вучахĕсем — клуб е библиотека — çамрăксем валли кăна мар, аслăрах ÿсĕмри çынсен пушă вăхăтне йĕркелеме те тивĕçлĕ майсем туса пама тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра районти чылай ялта фольклор коллективĕ-сем йĕркеленчĕç, вĕсенче ытларах тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем юрлаççĕ, халăхăн ырă йăли-йĕркине чĕртсе тăратассишĕн, упраса хăварассишĕн пысăк ĕç тăваççĕ. Тепĕр çĕрте экологи, тавра пĕлÿ енĕпе ĕçлеççĕ. Ал ĕç ăстисен кружокĕсене çÿрекенсем те чылаййăн.
Акă сăмахран, Карăклăри Культура çуртĕнче тата вулавăшĕнче «Ĕç хĕрарăмĕ» клуб ĕçлет. Унта пурĕ 15 çын çÿрет.
— Тăтăш пĕрле пуçтарăнни пире хамăра интереслентерекен темăсене сÿтсе явма, пĕр-пĕринчен ĕç ăсталăхне вĕренме, кăмăла уçса калаçма май парать.
Тĕлпулусем ноябрь уйăхĕнчен пуçласа март уйăхĕччен уйăхра пĕрре иртеççĕ. Çекĕлпе, йĕппе минтерсем, тапăчкисем, мунчаласем, ытти япала çыхма вĕренетпĕр. Канса илмелле тĕрлĕ вăйă программисем йĕркелетпĕр. Тĕлпулусене ялти ăстасене ятарласа та чĕнетпĕр. Мастер-классене, калаçусене, тавлашусене, кĕнеке тишкерĕвĕсене хаваспах хутшăнаççĕ пирĕн хĕрарăмсем.
А. Михайлова, Н. Тимофеева, Р. Семенова, Н. Федорова, ыттисем те «Ĕç хĕрарăмĕ» клуба çÿреме яланах вăхăт тупаççĕ. Килти ĕçсене пуçтараççĕ те библиотекăна васкаççĕ. Кунта вара пĕр-пĕрне курсан, чуна уçса калаçсан тунсăх та сирĕлет, кăмăл та çĕкленет, — тет Карăклă ял библиотекин заведующийĕ Елена Козлова.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *